Шупашкарта пурӑнакан Нонна Ржавина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне Нонна Николаевна Одессӑра ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. Ӑна ытти ачапа пӗрле Кабарда-Балкара эвакуациленӗ. Унта хӗрача трактористкӑра ӗҫленӗ.
1942 ҫулта ӑна каллех эвакуциленӗ, хальхинче Кӑркӑсстана илсе кайнӑ. Унта Нонна шкултан вӗренсе тухнӑ та 1943 ҫулта Мускава пурӑнма куҫса кайнӑ, культура институтне вӗренме кӗнӗ. Диплом илсен хӗре направленипе Шупашкара библиотекӑна ӗҫлеме янӑ.
Нонна Николаевна мӑшӑрӗпе 2 ача ӳстернӗ, халӗ 4 мӑнукпа, 4 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.