Чӑваш Енри хӑш-пӗр предприяти тӑкаклӑ ӗҫлет. Промышленность отрасльне илсен, кун пеккисен хисепӗ кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче 27,7 процент таран пулнӑ. Пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ ҫав тапхӑрта ун пеккисем 24,7 процент пулнӑ.
Чӑвашстат хыпарланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи 4 уйӑхра 92 пысӑк тата вӑтам предприяти тӑкаклӑ ӗҫленӗ. Вӗсен тӑкакӗ – 3,287 млрд тенкӗ.
Экономика енчен ӑнӑҫлӑ компанисене илсен, вӗсем 30,792 млрд тенкӗ тупӑш туса илнӗ. Ун пек предприятисем республикӑра – 240.