Паян, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Красноармейски округӗнчи Янмурҫин ялӗнче пурӑнакан Ивановсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ.
Геннадий Ивановичпа Галина Георгиевна 1972 ҫулта паллашнӑ. Ҫапла 52 ҫул пӗрле вӗсем. Иккӗшӗ те – ӗҫ ветеранӗ. Геннадий Иванович механизаторта 47 ҫул ӗҫленӗ, Галина Георгиевна вӗрентекенре 38 ҫул тӑрӑшнӑ.
Ивановсен – 3 хӗр, кашни аслӑ пӗлӳ илнӗ, пӗри амӑшӗн ҫулӗпе кайса вӗрентекен пулнӑ.
Ивановсем ахаль ларма юратмаҫҫӗ, вӗсем ҫулӗсене пӑхмасӑр пахча ӗҫлеҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ.