Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗнче Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявлӗ. Вӑл ҫурлан 16-17-мӗшӗсенче иртӗ. Кӑҫал та тӗп мероприятисем Константин Иванов скверӗнче, Хӗрлӗ лапамра тата Юрӑ уйӗнче пулӗҫ.
Мускав ҫыранӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70 ҫулсен ретроспективине йӗркелӗҫ. Ҫав вӑхӑтри юрӑ-кӗвӗ янӑрӗ, ҫавӑн пекех «Атӑл ҫинчи джаз» фестиваль иртӗ. Юрӑ уйӗнче спортсменсем тупӑшӗҫ, унта тӗрлӗ чемпионат пулӗ. Хӗрлӗ лапамра – «Шупашкар ҫемйи» фестиваль, Республика тӳремӗнче «Кадрта – хула» курав иртӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, «Ҫӑлтӑрпа зарядка» та иртӗ. Каҫхине вара Раҫҫейри паллӑ эстрада юрӑҫи Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене саламлӗ. Кам килӗ? Унӑн ятне хальлӗхе пӗлтермен.