Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре коммунистсем каллех Сталин бюстне вырнаҫтарнӑ. Ку – тӑваттӑмӗш.
Хальхинче бюста Комсомольски округӗнчи Асанкасси ялӗнче Киров урамӗнчи 35-мӗш ҫуртӑн пахчинче вырнаҫтарнӑ. Хальхине те, унчченхисене те Н.К.Шемякин скульптор хатӗрленӗ. Тӑваттӑмӗш бюста шӑпах унӑн мӑшӑрӗн ашшӗ-амӑшӗ килӗ умӗнче лартнӑ. Арӑмӗн ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, амӑшӗ – ӗҫ фрончӗн ветеранӗ, хисеплӗ колхозница.
Малтанхи 3 бюст ҫак тӑрӑхсенче вырнаҫнӑ: Канаш округӗнчи Вӑтапуҫра, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Хурапырта тата Вӑрнар округӗнчи Чарӑшкас Хирлеп ялӗнче.
Базиль Кириллов // 3269.39.6327
2025.07.12 08:08 | |
Сталин вӑхӑтӗнче никамран ыйтмасӑр палӑк лартнӑшӑн "воронок" ярса 15-20 ҫуллӑха тӑн кӗртме янӑ пулӗччӗҫ. | |
