Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ыран Илле Иванов пирки суд йышӑну кӑларӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.10.2013 10:25 | 1523 хут пӑхнӑ

Тунтикун, юпан 7-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи судра Илле Иванов тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫпе вӗҫленекен лару пулнӑ теме пулать — ыран, юпан 10-мӗшӗнче, суд йышӑну кӑлармалла. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.

Лару пуҫланнӑ хыҫҫӑн Илле Ивановӑн ваккачӗ Николай Столбов ҫӗнӗрен хута кӗме ыйтнӑ — республика тулашӗнчи экспертсен ӗҫне шанманни пирки пӗлтернӗ, Шупашкарти экспертсен пӗтӗмлетӗвне ӗҫ ҫумне хушма сӗннӗ. Ҫавӑн пекех Николай Столбов ваккат Мускавра вӗсем ыйтнипе ҫӗнӗ экспертиза тума тытӑнни ҫинчен те пӗлтернӗ. Айӑплакан ен хирӗҫленӗ хыҫҫӑн тӳре ку пӗтӗм хута кӗрӗве йышӑнма килӗшменни пирки пӗлтернӗ.

Ҫапла май тӳре суд тӗпчевне вӗҫленӗ, сӳтсе яву пайне куҫни пирки пӗлтернӗ. Айӑпланакан та, ун ваккачӗ те сӳтсе яву пайне куҫма вӗсене вӑхӑт кирлӗ тесе каланӑ пулин те суд вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтермен. Юлашкинчен ваккат ларуран тухса кайнӑ — ҫапла май тӳрен 10 минутлӑ тӑхтав тума тивнӗ. Ара, айӑпланакана ваккатсӑр хӑварма юрамасть-ҫке. Николай Столбов, паллах, таврӑннӑ — унӑн эмел ӗҫмелле пулнӑ-мӗн.

Чи малтан сӑмах айӑплакан ен илнӗ. Вӑл кӗскен тӗпчев епле пынине каласа панӑ. Прокурор та следовательсем те статья авторӗ Илле Иванов пулни пирки иккеленмеҫҫӗ иккен, вӗсем журналиста 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттермелли йышӑну кӑларттарасшӑн. Илле Иванов судри хӑйӗн юлашки сӑмахӗ валли хатӗрленме вӑхӑт ыйтнипе ҫеҫ ҫырлахма пултарчӗ. Тӳре вара унӑн юлашки сӑмахне итлемесӗрех (хатӗрленме вӑхӑт пулнӑ тесе) йышӑну кӑларма кайрӗ — ӑна ыран 13 сехет ҫурӑра пӗлтермелле.

Каласа хӑварас пулать, паян, юпан 9-мӗшӗнче, Шупашкарти Чапаев скверӗнче «Сӗтев» хаҫат черетлӗ митинг ирттермелле — пуҫламӑшӗ 17 сехетре. Халӑх пухӑвне ирттерме ҫавӑн пекех РПР-ПАРНАС парти те хутшӑнать.

#тӳресем, #Сӗтев, #митингсем, #Шупашкар, #Муркаш районӗ, #судсем, #ваккатсем, #ларусем

 

Комментари:

Agabazar // 1026.90.6879
2013.10.09 13:31
Agabazar
Цитата: "Айăплакан ен хирĕçленĕ хыççăн тӳре ку пĕтĕм хута кĕрĕве йышăнма килĕшменни пирки пĕлтернĕ." Вăт çакăнта мĕн пирки сăмах пынине аран-аран ăнлантăм. Мĕнле хут? Мĕнле кĕрӳ?
2013.10.09 15:35
Аçтахар Плотников
«Ходотайство» ĕнтĕ — хута кĕрӳ. //тĕрĕс ăнланаймĕç тесе шухашларăм-ха, анчах çав-çавах çапла хăварас терĕм
Agabazar // 1969.17.6077
2013.10.09 15:40
Agabazar
Пĕрле (слитно) çырмалла пулнă — вара пурте ăнланмалла. Çавăн пирки сăмах. Урăххи пирки мар.
2013.10.09 21:05
Аçтахар Плотников
Паян эп вăл термин валли тепĕр вариант тупрăм-ха — терминсен сайтне кĕртĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем