«Чунташ» хастарӗсем черетлӗ ҫулҫӳреве кайма тухнӑ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Вӗсем паян ирхине ҫула тухнӑ. Карачай-Черкессине ҫитиччен Шӑмӑршӑра, Домбайра,Волгоградра, Элистӑра, Карачайра чарӑнӗҫ.
«Пирӗн йӑх-несӗлсен ҫӗрӗ тӑрӑх утӑпӑр, хамӑрӑн авалхи пӑлхар историне аса илӗпӗр», – тесе ҫырнӑ Альбина Юрату.