Етӗрне муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов отставкӑна кайни, вӑл Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн Владимир Доброхотовӑн вырӑнне йышӑнма пултарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
32-ри арҫын, чӑн та, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑнӑ. Халӗ вӑл хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать. Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫӗнӗ должноҫре пӗрремӗш планерка ирттернӗ.
Станислав Трофимов Красноармейскинче ҫуралнӑ. Социаллӑ университетра юриспруденци пӗлӗвне илнӗ. 2022 ҫулта ӑна Етӗрне тӑрӑхне ертсе пыма шаннӑ. Вӑл республикӑри муниципалитет ертӳҫисенчен чи ҫамрӑкки пулнӑ.