Синоптиксем ҫуллан юлашки эрни мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ. Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн тата каҫхине каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.
Ытларикун уяртӗ. Юнкун вара каллех ҫумӑрлӑ ҫанталӑк таврӑнӗ. Шӑматкун та, ахӑртнех, ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникун ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑнтӑрти районсенче термометр 30 градус патнеллех кӑтартӗ.
Ку эрнере вӑтамран 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах анӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланнине пула кӗрхи пек тумланма тивӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ те лайӑх ҫанталӑкпа савӑнтарма пултарӗ.