Улатӑрта унччен ҫав вырӑнта пушӑ вырӑн пулнӑ, халӗ вара унта – «Улатӑрӑн авиаци йӑлисем» сквер.
Ӑна хулари «Электроприбор» савут хута янӑ. Сквера чӑн-чӑн МиГ-29 самолет вырнаҫтарнӑ. Ӑна РФ Хӳтӗлев министерстви урлӑ туяннӑ. Самолет – 1985 ҫулта туса кӑларнӑскер.
Сквера хӑтлӑлатнӑ чухне таврапӗлӳҫӗсемпе, тӗпчевҫӗсемпе канашланӑ. Палӑртмалла: вӑрҫӑччен Улатӑрта аэроклуб пулнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вара унта ҫар летчикӗсене хатӗрлемелли база вырнаҫнӑ. Ку хулара Совет Союзӗн Паттӑрӗ Муса Манаров тата Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Бударин ӳснӗ.