Чӑваш патшалӑх филармони ӗҫченӗсем парашютпа сикнӗ.
Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенче филармони директорӗ Максим Матросов тата Анна Голицынӑпа Владимир Ашмарин артистсем пе парашютпа сикнӗ. Вӗсемпе Наталья Петрова пулнӑ. Вӑл —шыравпа ҫӑлав тата парашютпа десант службин специалисчӗ пӗрремӗш разрячӗн специалисчӗ. Хӗрарӑм унччен парашютпа 1350 хутчен сикнӗ.
Филармони ӗҫченӗсем вара учрежденин ялавӗпех кайнӑ, ӑна тытса сӑн ӳкерӗннӗ.