Патӑрьел округӗнче арҫын арӑмне сӑнчӑрта тытнӑшӑн судра явап тытнӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 46-ри упӑшки арӑмне эрех ӗҫме ярас мар тесе ӑна кӑҫал сахалтан та икӗ хутчен сӑнчӑрпа кӑкарса лартнӑ: акан 15-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 9-мӗшӗнче. Ҫапла хӗрарӑм 3 тата 8 сехет ларнӑ, ҫав вӑхӑтра упӑшки ӗҫре пулнӑ. Кун пирки арӑмӗ полицие кайса пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне ҫакӑ паллӑ: ака уйӑхӗнче упӑшки арӑмне эрех ӗҫме чарӑнмасан вӗлерессипе хӑратнӑ.
Судра вара арӑмӗ упӑшкине ытлашши ҫирӗп явап тыттарма ыйтман. Ара, ҫав вӑхӑталла вӗсем мирлешнӗ. Суд приговор вуланӑ: арҫыннӑн ирӗкне 1 ҫуллӑха чикӗлеме йышӑннӑ.
Валери Туркай // 1747.74.8992
2025.10.02 16:54 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.6-мӗш пункт) |