Паян Шупашкарта пурӑнакан Петр Ионов 90 ҫул тултарнӑ.
Петр Андреевич Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен вӑл ҫара кайнӑ, Инҫет Хӗвелтухӗҫӗнчи Ҫар авиацине лекнӗ. Унта реактивлӑ самолётсен механикӗ пулнӑ.
Салтакран таврӑнсан каччӑ Электромеханика техникумӗнчен мӗнпур пиллӗкпе вӗренсе тухнӑ та Агрегат заводӗнче тӑрӑшима пуҫланӑ. Аслӑ пӗлӳ илсен «Энергозапчасть» заводра тӗп механикра тӑрӑшнӑ.
1961 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗпе Людмила Сергеевнӑпа пӗр хӗр ҫуратса ӳҫтернӗ. Вӗсен мӑнук, мӑнукӗсен ачисем пур. Ватӑсене хулари Комплекслӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ Эльза Павлова та пӑхса пулӑшать.