Шупашкар округӗнчи хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лексе самай пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Вӑл палламан ҫынна 8,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Ун патне темиҫе палламан ҫын шӑнкӑравланӑ: пӗри хӑйӗнпе «Госуслуги» порталӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, теприсем — «хуралӗн» тата «ФСБ» ӗҫченӗсем имӗш. Хайхискерсем 64-ри хӗрарӑма тупӑшне деклараци тумаллине пӗлтернӗ. Ҫакна тумасан унӑн укҫине вӑрлама пултараҫҫӗ-мӗн.
Хӗрарӑм ҫав ҫынсен ӗненсе пӗтӗм укҫине ултавҫӑсем янӑ курьер урлӑ парса янӑ. Пӗтӗмпе — 8,5 миллион тенкӗ. Укҫана каялла тавӑрса памасан тин вӑл ултавҫӑсен серепине ҫакланнине ӑнланнӑ.