Пирӗн ҫӗршывран ҫывӑх вӑхӑтра Венесулэлӑна самолётсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Пассажирсене турттараканни Conviasa компани пулӗ. Вӑл ҫитес тапхӑр валли ятарлӑ ирӗк илнӗ.
Ҫӗнӗ маршрут Венесуэлӑпа Питӗр хулине ҫыхӑнтарӗ. Палӑртни пурнӑҫа кӗрсен усламҫӑсене те меллӗ пулӗ, ҫул ҫӳреме юратакансене те. Тепӗр майлӑ каласан, Раҫҫей ҫыннисем Кӑнтӑр Америкӑна тӳрӗ рейспа ҫитейӗҫ.
Авиамаршрут уҫасси пирки Раҫҫейӗн тата Венесуэлӑн транспорт министрӗсем Андрей Никитин тата Рамон Веласкес тӗл пулсан калаҫӑса татӑлнӑ.