Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Президент пепкелӗх центрӗнче кӑҫал Шупашкарти Мускав районӗнчи 1500-мӗш ача ҫуралнӑ. Арҫын ачана Александр ят панӑ.
ЗАГС ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗ кашни ҫулах ачисене хӑйне евӗр ят панӑ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Кӑҫал вара уйрӑмах асра юлмаллисем пулнӑ-мӗн. Тӗслӗхрен, арҫын ачана Добрыня Никитич ят панӑ, хӗрачана вара – Мия Джульетта.