Республикӑри онкодиспансер тухтӑрӗсем 50 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӗсем ӑна операци туса 3 килограмм таякан шыҫӑ касса кӑларнӑ.
Арҫыннӑн хырӑмӗ ӳссе пынӑ. Анчах вӑл утма тата сывлама йывӑрлансан кӑна вырӑнти больницӑна кайнӑ. Унти тухтӑр вара ӑна онкологи диспансерне направлени панӑ.
Онкодиспансерти специалистсем унӑн хырӑмлӑхӗнче усал шыҫӑ ӳснине палӑртнӑ. Операци темиҫе сехете тӑсӑлнӑ, ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.
«Халӗ малалла пурӑнма вӑй пур», – тенӗ пациент.