Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян Чӑваш кӗнеке издательстви 105 ҫул тултарать Юбилей тӗлне «С книгой по жизни. Кӗнекепе пурӑнатпӑр: Чувашскому книжному издательству — 105 лет» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна Ольга Федорова тата Ольга Иванова хатӗрленӗ. Ӳнерҫи – Наталия Орлова, макет оригиналӗ – Екатерина Васильевӑн.
Чӑваш кӗнеке издательстви 1920 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Ҫав кун Шупашкарта чӑвашсен хушшинчи II Пӗтӗм Раҫҫейри канашсен съезче уҫӑлнӑ. Унта пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ – Чӑваш патшалӑх издательствине уҫма йышӑннӑ. Унӑн пӗрреӗеш ертӳҫи Александр Иванов (Ванюшке, 1897-1942) пулнӑ.
