Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Вӑрнар округӗнчи Мӑньял Хапӑс ялӗнче пурӑнакан Степановсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ. Вӗсем 50 ҫул пӗрле ӗнтӗ.
Каччӑпа хӗр ҫамрӑк чухне паллашнӑ: Людмилӑн ҫемйи Мӑняьл Хапӑс ялне куҫса килсен Вячеслав ӑна куҫ хывнӑ. 1975 ҫулта вӗсем пӗрлешнӗ, икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ.
Вячеслав Павлович Хусанти университетра вӗреннӗ чухнех судьяра ӗҫлеме тытӑннӑ. Людмила Владимировна малтан медицинӑра ӗҫленӗ, кайран юрист пулнӑ. Вӑл 12 ҫул адвокатра тӑрӑшнӑ, кайран 10 ҫул ытла миравай судья пулнӑ.
Ачисем те ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Татьяна Росреестрӑн республикӑри Управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ, вӑл – ЧР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ. Евгений юридици компанине ертсе пырать.
