Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти шкулсенчен пӗринче православи музейӗ уҫнӑ.
Республикӑн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари вӗренӳ учрежденийӗсем Шупашкарпа Чӑваш Ен епархийӗпе тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Шкулсенче православи культурине тарӑннӑн вӗренмелли классем те пур.
Шупашкарти 29-меш вӑтам шкулта халӗ православи культурин музейне уҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ҫӗре республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев, хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Лукшин, Дмитрий Нестеренко протоиерей хутшӑннӑ.
