Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби кӑҫал ашше-амӑшӗ тин ҫуралнӑ ачисене ытларах мӗнле ят панине тишкернӗ: Чӑваш Енре Ева, Михаил ятлӑ ачасем ытларах ҫуралнӑ.
Ҫавӑн пекех хӗрачасен ТОП-5 йышне Анна, Виктория, София, Мария кӗнӗ. Арҫын ачасен ТОП-5 йышӗнче вара — Михаилсӑр пуҫне Матвей, Роман, Александр, Марк.
Палӑртмалла: кӑҫал нумайӑшӗ «Ача ҫурални» суперсервиспа усӑ курнӑ — йыш хушнисен 72 проценчӗ ун урлӑ регистраци тума заявлени панӑ. Питӗ меллӗ: ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑна илес тесен кӑшт кӑна вӑхӑт ирттермелле.
