Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
«Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литературине хӑй тӗллӗн илемлӗ текст хайласа пӗлес кӑмӑлне ырлас тата аталантарас тӗллевпе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен 9–11-мӗш класӗсенче вӗренекенсемпе чӑвашла хайлавсен конкурсне ирттерет», — тесе пӗлтерет республикӑн Вӗренӳ институчӗ пӗлтернӗ.
Йӗркелӳ комитечӗ конкурс валли ҫак темӑсем палӑртнӑ:
«Эп – чӑваш ачи, саватӑп хамӑрӑн Чӑваш ҫӗрне»;
«Илемлӗ чӑваш тӗрри те тӗрлеме пӗлсен кӑна»;
«Тӑван ҫӗр-шывран хакли нимӗн те ҫук».
Конкурса виҫӗ тапхӑрпа ирттерме палӑртнӑ. Муниципалитет тапхӑрӗ — юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗччен, республикӑн кӗретсӗр тапхӑрӗ – чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен.
Виҫҫӗмӗш тапхӑра Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче ирттерӗҫ.
