Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Земство вӗрентекенӗ» программӑна заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.01.2026 22:33 | 42 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
edu.lpr-reg.ru сайтри сӑн
edu.lpr-reg.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре «Земство вӗрентекенӗ» программӑна хутшӑнма заявкӑсене йышӑнма пуҫланӑ. Кӑҫал 16 ҫын ялти шкула ӗҫлеме кайса 1 миллион тенкӗ илме пултарӗ.

Программӑна хутшӑнакансен ялта е 50 пин ҫын таран пурӑнакан сала-хулара 5 ҫул ӗҫлемелле. Укҫана вӗренӳ организацийӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех программӑна хутшӑннӑ специалистсене пурӑнмалли кӗтес тара тытнӑшӑн тата коммуналлӑ тӑкаксене тӳленӗшӗн саплаштараҫҫӗ. Ку кӑна мар – оклад ҫумне хушса тӳлеҫҫӗ.

Программӑн условисем пур: вӗрентекенӗн 55 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

#вӗренӳ, #вӗрентекенсем, #укҫа-тенкӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_16611
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2576.77.7363
2026.01.13 23:05
Agabazar
Земство сăмах земля сăмахпа тăванлă. Тăван çĕр, тăван ен — вăт çапларах.

вăл япала ĕнтĕ хăй патнелле туртать темелле.

Пурăнма пуçласан, хуть те мĕнле çĕр те, хуть те мĕнле ен те тăван пулса тăрать.

Эппин, мĕн-ха вăл земство?

Земсто вăл, чăвашла калсан, ен пулать. Çав тери ансат!!!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем