Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлекен Владимир Кузьмин паян 70 ҫул тултарнӑ.
Владимир Александрович йӗлтӗр спорчӗ енӗпе тренер пулса тӑрӑшать. Вӑл 1956 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Калиновка поселокӗнче ҫуралнӑ. Спортпа ачаранпах туслӑ пулнӑскер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ — университет) физкультура факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Тренер пулса вӑл 48 ҫул ытла ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра пӗрремӗш разрядлӑ спорстменсене 100 ытла хатӗрленӗ, спорт мастерӗн кандидачӗсене — 12 ҫынна, спорт мастерӗсене — 4 ҫынна.
2023 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята панӑ.
