Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Раҫҫейри ски-альпинист тата тепӗр медаль ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах Никита Филиппов ски-альпинизм енӗпе Европа чемпионатӗнче финала тухнӑ ҫеҫ мар, ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Спринт финалӗнче Раҫҫей спортсменӗ 2 минут та 58,6 ҫеккунтра финиша ҫитнӗ. Иккӗмӗш вырӑна ткхнӑ Швейцари спортсменӗ Тома Бюссар тепӗр 1,2 ҫеккунтран ҫитнӗ, виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Испани спортсменӗ Феррер Мартинес – тата тепӗр 1,6 ҫеккунтран.
Турнир Азербайджанри ту ҫинче йӗлтӗрпе ярӑнмалли
Шахдаг курортра иртет.
23 ҫулти Никита Филиппов Камчаткӑран. Италире кӑҫал иртнӗ Олимпиадӑна нейтраллӑ пулса хутшӑннӑ пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсенчен вӑл ҫеҫ медальпе таврӑнчӗ. Никита кӗмӗл медале тивӗҫрӗ. Ӑна ҫавӑншӑн тӑван тӑрӑхӗнче хваттер пама йышӑннӑ.
