Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисем — библиотекӑна.
Кӗнеке парнелемелли тӗнчери куна тата Чӑваш Республикин Наци библиотекин 155 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ май чӑваш ҫыравҫисем Кемеров облаҫӗнчи Гурьевск муниципаллӑ округӗн библиотекисенче чӑвашла литература сахаллине пӗлнӗ. Унта, Чӑваш-Пай тата Сосновка ялӗсенче, йӑхташӑмӑрсем йышлӑ пурӑнаҫҫӗ, вӗсем тӑван чӗлхепе культурӑна пулас ӑрусем валли упраса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.
Вырӑнти ҫынсем чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсемпе паллашма ӗмӗтленни ҫинчен Гурьевскри централизациленӗ библиотекӑсен системин директорӗ Марина Обухова Чӑваш Республикин Наци библиотекине пӗлтернӗ.
Ҫыравҫӑсемпе библиотекарисем айккинче юлма пултарайман. Чӑваш Ен Наци библиотекӗ урлӑ Раҫсей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пайташӗсем ентешсем валли кӗнекесем ярса панӑ. Ҫыравҫӑсем чӑвашла тата вырӑсла темиҫе ещӗк кӗнеке пухнӑ, вӗсенче халӑх шӑпи, унӑн историйӗ тата паянхи пурнӑҫӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ.
