Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Муркаш тӑрӑхӗнче пурӑнакан Макаровсем патшалӑх укҫипе усӑ курса усламҫӑсем пулса тӑнӑ.
Ҫемье район центрӗнче, Муркашра пурӑнать. Социаллӑ контракт алӑ пусса патшалӑхран укҫа илме май пуррине илтсен арӑмӗпе упӑшки ку майпа усӑ курса юлас тенӗ. Халӗ Иван машинӑсем юсать, арӑмӗ Амиля ача-пӑча таварӗ сутакан лавкка уҫнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ халах тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, Иван уҫнӑ автосервис халӑхра та ырӑ ят ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. Ӑна ҫынсем шанаҫҫӗ, машинӑна тӗплӗ юсать тесе ырлаҫҫӗ. Вӑр-вар та чӗрӗ арҫын коллектива професси енчен аталанма пулӑшать, кулленхи ӗҫре ҫӗнӗлле тимлеме тӑрӑшнӑ май хальхи вӑхӑтри технологисене пурнӑҫа кӗртсе пырать, вӗсемпе усӑ курать.
