Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ Геннадий Тафаев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 72 ҫулта пулнӑ.
Геннадий Ильич 1953 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ, ӑна лайӑх паллӑсемпе пӗтернӗ. Диплом илсен ялти шкулта вӗрентекенре ӗҫленӗ, район хаҫачӗпе туслӑ пулнӑ.
1988 ҫултанпа университетра ӗҫленӗ. Кандидат, доктор диссертацийӗне хӳтӗленӗ. 2001 ҫултанпа И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫленӗ: кафедрӑсене ертсе пынӑ, студентсене вӗрентнӗ.
Унӑн тӗп ӗҫӗ – Атӑлҫи Пӑлхара тӗпчени. Вӑл Атӑлҫи историне тӗпчекен ӑсчахсене пӗрлештернӗ.
Геннадий Ильичпа паян 12 сехетре Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ чиркӳре сывпуллашӗҫ.
Agabazar // 3153.04.3609
2026.04.14 11:44 | |

Атӑлҫи Пӑлхара цивилизацилле курăм шайĕпе тӗпчеме тăрăшнă. Ĕçчен-и, кахал-и — калама пултараймастăп, анчах та питĕ вăр-вар çын пек астуса юлтăм.
Андрей Сергеевич Сараев — Г. И. Тафаев вĕренекенĕсенчен пĕри. Унăн триумфне курса юлайрĕ пулĕ Геннадий Ильич.