Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «Хыпар» дизайнерне Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.04.2026 12:22 | 54 хут пӑхнӑ
Республикӑра
«Хыпар» сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк
«Хыпар» сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк

«Хыпар» издательство ҫурчӗн дизайнерне Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Тӳрех палӑртса хӑварар: унта темиҫе верстальщик ӗҫлет. Хисеп грамотине тивӗҫни — Лидия Шумова.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Лидия Николаевна ӗҫ вырӑнне ылмаштармасӑр чылай ҫул пӗр вырӑнта тимлет.

Лидия Шумовӑна пысӑк шайри грамотӑпа чысласси ҫинчен калакан Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. 45-мӗш номерлӗ хушӑва еспубликӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Тӗрлӗ шайри ят-сума тивӗҫнисем вӑл документра тата пур.

Сӑмах май каласан, Лидия Шумова темиҫе ҫул каялла Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.

#ят-сум, #МИХсем, #пичет

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем