Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

30 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 11 млн тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑй вӑл вӑл – Премь крайӗнчен, амашӗ патне хӑнана килнӗ. Хӑйне улталанине хайхискер тӳрех ӑнланман, амӑшӗ ҫине тӑнипе кӑна Куславккари полици уйрӑмне кайса пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫак хӗрарӑм мессенджерта «ФСБ ӗҫченӗсемпе» калаҫнӑ, лешсем ӑна явап тыттарассипе хӑратса пӗтернӗ, укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Хӗрарӑм вӗсене итлесе 3 млн тенкӗ куҫарнӑ, тепӗр 8 млн тенкине вара Пермь хулинчи скверта палламлан ҫынна хӑй тыттарса янӑ.
Ку пуш уйӑхӗн варринче пулса иртнӗ. Ҫавӑнтанпа хӗрарӑм укҫа-тенке тавӑрса парасса шанса пурӑннӑ. Чӑваш Ене килсен амашӗ кӑна ӑна полицие кайма ӳкӗте кӗртнӗ.
