Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Гордеевсем ҫемье докуменчӗсене Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивне панӑ. Ку пулӑма Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче ятарлӑ мероприяти йӗркелесех туса ирттернӗ. Унта Архив директорӗ Светлана Казеева тата учреждени ӗҫченӗсем, Светлана Гордеева поэт, художник, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ хутшӑннӑ.
Светлана Денисовна архива хайӗн тата ашшӗн, чӑваш халӑх писателӗн, Денис Гордеевӑн докуменчӗсене панӑ.
Денис Витальевич — СССР Писательсен союӗн членӗ, 20 ытла кӗнеке авторӗ, ҫав шутра вӑл 5 роман, 30 повесть, 150 ытла калав ҫырнӑ. Вӑл чылай ҫул республикӑри паллӑ публицистсенчен пӗри пулнӑ. Унӑн хӗрӗ Светлана Денисовна ачасемпе аслисем валли вырӑсла ҫырать.
