Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пушкӑртстанри Юмаш ялӗнчи «Ҫеҫпӗл» халӑх ансамблӗ 30 ҫулхине уявланӑ.
Вырӑнти «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанра «халӑх» тата «тӗслӗхлӗ» ансамбль ята тивӗҫнӗ пултарулӑх коллективӗсен шучӗ 1200-тен ытла. Вӗсенчен 20-шӗ – чӑваш ушкӑнӗсем. «Сумлӑ ята тивӗҫнисен шутне Пишпӳлек, Кармаскалӑ, Федоровка, Авӑркас, Мияки, Пелепей, Ермеккей районӗсенчи, Ӗпхӳпе Ҫтерлӗ, Октябрьски хулисенчи ансамбльсене кӗртме пулать. Ҫавӑн пекех Чекмагуш районӗнчи Юмашри «Ҫеҫпӗл» пултарулӑх ушкӑнне те (ертӳҫи – Вера Фомина) палӑртмалла», — пӗлтернӗ хаҫатҫӑсем.
«Ҫеҫпӗл» ансамбль уявне Юмашри клуба халӑх йышлӑ пухӑннӑ. Уяв ҫавра сӗтелтен пуҫланнӑ. Ӑна район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Светлана Шакирова ертсе пынӑ. Пухӑннисем халӑх культурипе йӑли-йӗркин, тӑван чӗлхен пӗлтерӗшӗ, вӗсене упраса хӑварас тата аталантарас тата ытти ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Кайран юбилея концерт малалла тӑснӑ.
