Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере кашни кунах ҫумӑр ҫумӗ, хӗвеллӗ тата ӑмар кунсем черетленме пултарӗҫ.
Юнкунран ҫанталӑк ӑшӑтӗ, термометр 20 градусран ытларах кӑтартма тытӑнӗ. Ҫӗрлесерен те самай ӑшӑрах туйӑнӗ. Паян уяр-ха, ыран вара килтен тухнӑ чухне сунчӑк илме ан манӑр.
Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче пляж сезонне уҫмашкӑн ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн вара республикӑна шӑрӑх ҫитӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш декади климат норминчен 1 градус сивӗрех пулӗ. Вӑтам сывлӑш температури 16 градуспа танлашӗ.
