Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Урамра кино кӑтартӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.06.2026 13:55 | 41 хут пӑхнӑ
Культура
Чӑваш Енӗн Культура минситерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Культура минситерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӑҫал та урамра кино тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. «Кино под открытым небом» (чӑв. Уҫӑ тӳпе айӗнчи кино) проекта ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Ҫавна май тӗрлӗ муниципалитетра кино кӑтартма тытӑнӗҫ.

«Школа Бабы-Яги» фильма ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче курма май килӗ. Ӑна Шупашкарта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ умӗнче, Ишлей салинчи культура керменӗ умӗнче. Ҫавӑн пекех Канашра, Вӑрнарта, Сӗнтӗрвӑрринче, Етӗрнере, Краснорамейскинче тата Шӑмӑршӑра курма май туса парӗҫ..

Кинона кӗҫнерникунсерен, 19 сехет те 30 минутра, кӑтартӗҫ.

Афишӑпа яркоелеточувашии.рф сайтра паллаштарма шантараҫҫӗ.

#Шупашкар, #Шупашкар районӗ, #кино, #Ишлей, #культура, #Канаш, #Вӑрнар, #Сӗнтӗрвӑрри, #Етӗрне, #Красноармейски, #Шӑмӑршӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194612697_8215
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем