Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «В мире сцены» (чӑв. Сцена тӗнчинче) театр уйлӑхӗ уҫӑлнӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ӗҫлеттерсе янӑ.
Уйлӑхӑн пӗрремӗш сменине «Узоры народов единства» (чӑв. Пӗрлехи халӑх эрешӗҫем) ят панӑ. Ун вӑхӑтӗнче ачасене тӗрӗ ӳнерӗпе паллаштарӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсем театрти специальноҫсем пирки пӗлӗҫ.
Уйлӑхӑн пӗрремӗш кунӗнчех ачасем пӗр-пӗринпе туслашма ҫӗҫ мар, чаршав хыҫӗнчи пурнӑҫпа кӗскен паллашма ӗлкӗрнӗ. Вокал енӗпе Мария Благушина заняти ирттернӗ те ӗнтӗ. Алевтина Семенова артистка дикципе артилляци енӗпе ӑсталӑх лаҫҫи ирттернӗ. Актер ӑсталӑхне ачасене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, театрӑн тӗп режиссёрӗ Дмитрий Михайлов хӑнӑхтарӗ.
