Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

2005 ҫулта тин ҫеҫ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ Светлана Яковлева (халӗ вӑл Абрашкина хушамата ҫӳрет) Мурманск хулине вӗҫтернӗ. Унта Светлана 20 ҫул пурӑнать. Унта вӑл качча тухнӑ. Паян мӑшӑр икӗ ывӑл ӳстерет.
Мурманска чӑваш хӗрӗ тӑванӗ пуртан тухса кайнӑ. Ҫурҫӗрти ҫав хулара ашшӗн шӑллӗ пурӑннӑ, вӑл хӑйсем патне йыхравланӑ. 4 уйӑх вӗсем патӗнче пурӑннӑ хыҫҫӑн хваттер тара илсе пурӑнма пуҫланӑ, аслӑ шкулта чӑваш филологине вӗреннӗскер сутуҫӑра ӗҫлеме тытӑннӑ.
Унти чӑвашсемпе паллашса кайнӑ хыҫҫӑн чӑваш хӗрӗн ҫулӗ те уҫӑлнӑ. Вӑл училищӗре (унта директорӗ чӑваш пулнӑ) театроведени енӗпе хушма пӗлӳ паракан педагогра ӗҫлеме тытӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл юрлама юратать. Мӑшӑрӗ ку ку енпӗ ӑста иккен.
