Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен пӗрремӗш кӑтартӑвӗсем паллӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: 22 ҫамрӑк экзаменра 100 балл пухнӑ. Вӗсенчен 17-шӗ хими предмечӗпе 100 балл илнӗ. Тепӗр 3 ҫамрӑк истори экзаменӗнче чи пысӑк кӑтартупа палӑрнӑ. Икӗ ҫамрӑк вара литературӑпа 100 балл пухнӑ.
Хими предмечӗпе 100 балл илнӗ 17 ҫамрӑк пирӗн республикӑшӑн – рекорд. Пӗлтӗр ун пеккисем 12 ҫын пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫапла палӑртнӑ: «Ку – эпир республиккӑра вӗренӗве аталантарнин системлӑ ӗҫ кӑтартӑвӗ. Эпир шкулсем тӑватпӑр тата вӗсене ҫӗнететпӗр, вӗсене хальхи йышши оборудовнипе тивӗҫтеретпӗр, кашни ача валли талантне кӑтартма условисем туса паратпӑр».
100 балл пухнисен йышӗнче хула ачисем кӑна мар. Элӗк, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Муркаш округӗсенчи тата Етӗрне хулинчи ҫамрӑксем те палӑрнӑ.
