Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.8 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Николай Максимов кӗнекисем Культура министерствинче кирлӗ мар-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.07.2026 12:17 | 42 хут пӑхнӑ
Персона
Николай Максимов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Николай Максимов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Николай Максимов писатель халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн «Спасение Европы» тата «Камаево поле» кӗнекисем «Озон» маркетплейсра сутӑнса пӗтнӗ. Автор каланӑ тӑрӑх, вӑл кӗнекесем — «хамӑр халӑх историйӗпе ҫыхӑннӑ» романсем.

««Вайлдберризра» вара кӑштах пур-ха. Шел пулин те, республикӑри Культура министерстви вӗсене библиотекӑсем валли туянман. Анчах, ман шутпа, ҫак икӗ романа хӑйне чӑваш текен кашни ҫыннӑн вуласа тухмаллах. Вӗсене эпӗ ҫырнӑран мар, эпир хамӑрӑн историе пӗлме тивӗҫрен. Ҫавӑнпа ҫак икӗ кӗнеке Раҫҫейре сутӑнса пӗтиччен вӗсене туянса юлма сӗнетӗп. Уйрамах, икӗ пин ҫурӑ тенке шеллемесӗр, тӑван ял библиотеки валли туянни питӗ вырӑнлӑ пулӗччӗ. Ман сӗнӗвӗме чуна хывакансене пысӑк тав! Пурсӑра та хисеплесе Николай Максимов», — ҫапла ҫырса хунӑ вӑл.

Унтан хушса ҫырни те пур. «Озонра» унӑн «Дар императрицы» тата «Сокровища юродивого» романӗсем те сутӑнса пӗтнӗ иккен. Вӗсем те чӑваш историйӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall145260110_1150
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем