Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.8 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Икӗ кунра Патӑрьелтен 4 пациента вертолетпа Шупашкара ӑсатнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.07.2026 15:32 | 31 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

48 сехетре санитари вертолечӗ Патӑрьел районӗн тӗп пульници умне тӑватӑ хутчен анса ларнӑ, тӑватӑ пациента Шупашкара илсе ҫитернӗ.

Елчӗк тӑрӑхӗнчи арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе килнӗ. Вӑл чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ. Тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ та Республикӑри кардиологи диспансерне ӑсатма йышӑннӑ.

Ҫав каҫах Шӑмӑршӑ округӗнчи арҫынна кардиодиспансера илсе ҫитернӗ. Вӑл та чӗре тӗлӗнчен ыратнине каланӑ.

Ирхине Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи арҫынна пульницӑна илсе килнӗ. Унӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ. Ӑна та Шупашкара вертолетпа илсе кайнӑ.

68 ҫулти хӗрарӑм вара ҫул ҫинче аманнӑ. Патӑрьел районӗн тӗп пульницин тухтӑрӗсем унӑн сывлӑхне кӑшт йӗркене кӗртсен Шупашкар хулине Васкавлӑ медпулӑшу пульницине вертолетпа ӑсатнӑ.

#сывлӑх, #Патӑрьел районӗ, #Елчӗк районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Шӑнкӑртам, #Шупашкар, #пульницӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем