Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хӗрлӗ Чутай салинче 19-мӗш ӗмӗрти ҫурта юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫавӑн валли республика хыснинчен 40 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Вӑл тупрапа объекта тӗплӗн ҫӗнетме май килнӗ: ҫивиттине ҫӗнӗрен витнӗ; ӑшӑ, шыв тата канализаци пӑрӑхне улӑштарнӑ, ҫурт тулашне хитрелетнӗ.
Юсав ӗҫне пурнӑҫланӑ чухне ҫуртӑн малтанхи сӑн-сӑпатне упраса хӑварасси тӗп тӗллевсенчен пӗри пулнӑ.
Юсаса ҫӗнетнӗ ҫуртра ӳнер галерейи, халах промыслисен курав халӗ тата сувенир продукцийӗн залӗ вырнаҫнӑ.
Асӑннӑ ҫурта, сӑмах май каласан, регион пӗлтерӗшле культура эткерлӗхӗн объекчӗсен шутне кӗртнӗ.
