Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Тинех тесе хакламалла пулӗ ку хыпар пирки. Чӑваш Енре сцена ҫине тухмалли чӑваш тумне епле хатӗрлемелли пирки меслетлӗх кӑларӑмӗ хатӗрленӗ.
Чӑвашсен йӑлана кӗнӗ тумтирӗнче вак-тӗвек ҫук. Унта кашни тӗрӗ-эрешӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ.
Тум ҫӗлекен ӑстасем, ҫав шутра художник-модельерсем, паян нумайланса кайрӗҫ. Анчах пурте тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине пӗлсе ҫитереҫҫӗ-и-ха?
Чӑваш Ен Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнипе сцена туме епле пулмалли пирки сӗнӳсен пуххине йӗркеленӗ. Ӑна хатӗрлеме Культура министерствин тата Республикӑн халах пултарулӑх ҫурчӗн специалисчӗсем хутшӑннӑ.
Сӗнӗве вокалпа хор, юрӑ, ташӑ, фольклор тата театр коллективӗсем, ача-пӑчапа ҫамрӑксен коллективӗсем валли хатӗрленӗ.
