Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре паянтан пуҫласа авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗччен «Лайӑх тракторист» рейд иртӗ. Профилактика рейдне Чӑваш Енӗн Гостехнадзор ӗҫченӗсемпе Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче тӑрӑшакансем йӗркелӗҫ.
Рейд вӑхӑтӗнче вӗсем тракторсен, комбайнсен, прицепсен техника тӑрӑмне, вӗсен патшалӑх регистрацийӗ пуррипе ҫуккине, техосмотр тухнине тӗрӗслӗҫ. Унсӑр пуҫне тракторист-машинист удостоверенийӗ пуррипе ҫуккине те пӑхӗҫ.
«Вырма вӑхӑтӗнче кун пек рейда ҫулсеренех ирттеретпӗр. Пӗлтӗр, сӑмахран, пирӗн инспекторсем 222 единица техника тӗрӗслесе 51 кӑлтӑк тупса палӑртрӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Чӑваш Енри Гостехнадзор пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев.
Йӗркене пӑхӑнакансене ятарлӑ наклейка парса хавхалантарӗҫ.
