Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Ен Элтеперӗ тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра социаллӑ ҫурт-йӗр тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. «Чувашинформ» пӗлтернӗ тӑрӑх, ун валли лапамсем уйӑрасси пирки калаҫнӑ.
Паянхи кун тӗлне илсен республикӑра социаллӑ ҫурт-йӗр 180,7 пин тӑваткал метр кирлӗ е 5038 хваттер. Вӑл ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансене унтан куҫарса кайма, тӑлӑхсене, нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесене хваттерпе тивӗҫтерме кирлӗ. Унсӑр пуҫне ун пек ҫуртри хваттере служба хваттерӗ валли те уйӑрса параҫҫӗ.
Паянхи куна илсен, 19 муниципалитетра кадастр учётне 265,2 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче 54 ҫӗр лаптӑкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Тӑвай тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗҫӗнче ҫӑмаллӑхлӑ категориллӗ ҫынсем валли 14 ҫурт тума пуҫӑннӑ.
