Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паллӑ «Афоня» фильмри актриса Сӗнтӗрвӑрри хулинче сирень лартнӑ. Ҫак хулара Тогаев ҫурчӗ умне хӑтлӑлатма тытӑннӑ. Унта Раҫҫей халӑх артистки Евгения Симонова тата унӑн мӑшӑрӗ Андрей Эшпай кинорежиссер килсе ҫитнӗ. Вӗсем кил умне 3 тӗм сирень лартнӑ.
Совет урамӗнчи 8-мӗш ҫурт икӗ паллӑ композиторпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Унта хӑй вӑхӗтӗнче Анатолий Тогаев (1884–1976) ӗҫлесе пурӑннӑ, унӑн пӗртӑванӗн ывӑлӗ Андрей Эшпай, «Сережка с Малой Бронной» паллӑ юрӑ авторӗ, ҫак ҫуртра ҫуллахи каникулсене ирттерме юратнӑ, унтанах Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине кайнӑ.
Ҫак ҫуртра кӗҫех Музыка музейӗ уҫӗҫ. Экспозицие икӗ композиторӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халаллама палӑртнӑ. Ӑна хатӗрлес ҫӗре Андрей Эшпайӑн ывӑлӗ Андрей Андреевич Эшпай хутшӑнать.
