Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Атнар шкулӗнче агротехкласс ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта округри 10-мӗш класра вӗренекен 33 ҫамрӑк ӑс пухӗ.
Ятарлӑ пӳлӗме тӗпрен юсанӑ,техникӑпа тивӗҫтернӗ. Интерьера ял хуҫалӑхӗнчи фирма тӗсӗсемпе илемлетнӗ: симӗс тата шурӑ. Ҫавӑн пекех хальхи йышши сӗтел-пукан лартнӑ, пособисемпе тивӗҫтернӗ, ҫав шутра – чӗрчунсен макечӗсем те.
Агротехкласс округри «Комминтерн» хуҫалӑхпа килӗштерсе ӗҫлӗ. Шӑпах унӑн ертӳҫи Альбина Новикова ҫак класа уҫма пуҫарнӑ та. Агротехкласа хуҫалӑхпа юнашар шкулта уҫни те ахальтен мар – шкул ачисем унта тӑтӑшах практика тухӗҫ, унти ӗҫ-хӗле шалтан курӗҫ.
Агротехкласра занятисем кашни юнкун иртӗҫ. Программӑна «Генетика, селекци тата чӗрчунсен биотехнологийӗ», «Агрофизика» курссем кӗрӗҫ.
