Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Муркашра йӗрке хуралҫисем ӳсӗр водителе асӑрханӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн иснпекторӗсем «Лада Гранта» алӑкӗ уҫӑлса кайнине асӑрханӑ. Водителе чарӑнма ыйтсан вӑл пакунлисенчен тарма пуҫланӑ. Хирӗҫ килекен ҫул ҫине те тухса кайнӑ, апла пулин те ӑна тытса чарнӑ-чарнах.
Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеме илсе кайнӑ чухне водитель патруль машининчех ҫывӑрса кайнӑ.
Ӳсӗр водитель-баянист тӗлӗшпе административлӑ майпа темиҫе ӗҫ пуҫарнӑ. Машинӑна вара йӗрке хуралҫисем ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ. Водитель ҫавӑншӑн питӗ кулянсах кайман курӑнать. Унӑн машинӑра баян пулнӑ та вӑл ӑна туртса кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель йӗрке хуралҫисен умӗнчех баянпа каласа кӑтартнӑ.
