Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Камила Любимова Токиора 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.09.2026 17:46 | 56 хут пӑхнӑ
Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Кӑҫалтан ӑмӑртусенче Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекен Камила Нелюбова Японин тӗп хулинче Токиора иртнӗ Kinoshita Group Cup турнирта пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Тӳрех палӑртса хӑварар: 18 ҫулти Камилӑшӑн ку тӗнче шайӗнчи пӗрремӗш ӑмӑрту пулнӑ.

Ҫамрӑк спортсменка кӗске программӑра 76,08 балл пухса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унран Японири спортсменкӑсем кӑна иртсе кайнӑ. Икӗ кунри кӑтартӑва илес тӗк, Камила пиллӗкмӗш вырӑна лекнӗ.

Раҫҫей спортсменӗсен хушшинче чи лайӑххисем Александра Игнатова (иккӗмӗш вырӑн), Анна Фролова (виҫҫӗмӗш вырӑн) пулнӑ.

Камила Краснодар крайӗнче ҫуралнӑ. Халӗ Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. Унччен вӑл Олимп чемпионӗ Евгений Плющенко патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ, халӗ – Аделина Сотникова патӗнче.

#спорт, #ӑмӑртусем, #спортсменсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31089
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем