Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш наци библиотекинче Владимир Карсакова халаланӑ кӗнекене хаклама пуҫтарӑннӑ. Кӗнеке авторӗ — Зоя Илларионова. Аса илтерер: Владимир Карсаков (10.09.1961–02.09.2019) — режиссёр тата телеоператор.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн режиссёрӗ Николай Семёнов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке презентацине халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ: тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем туха-туха калаҫнӑ. Николай Анатольевич пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке те, тӗпрен илсен, вӗсен асаилӗвӗсемпе пуян, автор самай ҫынпа калаҫнӑ, тӗрлӗ тапхӑра пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ.
Режиссёрӑн мӑшӑрӗ Елизавета Никитична упӑшки туса пӗтермен ӗҫ нумай хӑварнине палӑртса хӑварнӑ май сценарисемпе раскадровкӑсем халӗ те ӗҫ сӗтелӗ ҫинче выртнине пӗлтернӗ.
