Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Тӑван ҫӗрӗн темиҫе тумламне тинӗсе ҫавӑрнӑ ӑста

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 24.11.2013 13:45 | 1383 хут пӑхнӑ
Персона

Тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран лама куҫса пыракан йӑли-йӗркине, кӑмӑл-сипет пуянлӑхне капашсӑр хаклакан мӗнпур ҫыншӑн пысӑк уяв пулчӗ тенине ӳстерсе каланӑн йышӑнмасса шанатӑп. Ара ӗнер СССР халӑх артистки Вера Кузьмина 90 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ-ҫке.

Пӗр шутласан, тӑхӑр теҫетке ҫула кам ҫитнине пӗлмесен тем тӗлӗнмелли ҫук та пек туйӑнӗ. Калӑн, юбилей. Калӑн, 90 ҫул. Турра шӗкӗр, ҫав ҫула ҫитекенсем ҫук мар-ха. Анчах ӗнерхи юбилей хӑватлӑран та хӑватлӑ, мухтавлӑран та мухтавлӑ, пысӑкран та пысӑк ҫыннӑн — СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан пулчӗ-ҫке. Календарьпе пӑхсан унӑн ҫуралнӑ кунӗ чӳк уйӑхӗн 16-мӗшне тивет. Тӑван, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче, юбилей каҫне ӗнер, чӳкӗн 23-мӗшӗнче, ирттерчӗҫ.

Этем тени хӑй пурнӑҫне тӗрлӗрен пурӑнса ирттерет. Ҫук, ҫакна эпӗ начар тесшӗн мар-ха. Ачамӑрсемпе тӑванӑмӑрсен асӗнче ятӑмӑра хӑварни те паха. Ҫапах та тепӗр ҫын, тен, ҫак тӗнчери эпир ӑнланма пултарайман хӑват пил панипе-ши, кун-ҫулне ытти пин-пин ҫынтан расна ирттерет. Халӑхшӑн тейӗттӗм те, анчах теприсем кӑна сӑмах илемӗшӗн калани вырӑнне хурса йышӑнасран шикленетӗп. Антер Хусанкай лингвист, профессор (вӑл Вера Кузьминапа Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн ывӑлӗ пулнине палӑртма кирлех те мар-тӑр, мӗншӗн тесен кӑна пӗлмен чӑваш ҫук-тӑр) уявра тӗлӗнмелле тӗрӗс шухӑш каларӗ: Вера Кузьминична тӑван Енӗш Нӑрваш (вӑл ял Тӑвай районне кӗрет) ҫӗрӗн темиҫе тумламне илсе тинӗс тунӑ. Расналӑх пирки маларах эпӗ калама пӑхрӑм та, этемпе этем пурнӑҫӗн уйрӑмлӑхӗ шӑпах ҫавӑнта. Е тата аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев шухӑшне тӗпе хурса ҫапла та калама юрать: тепӗр расналӑх — юратса тусан пӗчӗк япала та (кунта пӗчӗк роле те темеллеччӗ пулӗ-ха. Анчах Вера Кузьмина вылякан пӗр роле те пӗчӗк теейместӗн. Пӗрремӗшӗнчен, сцена ҫинче 66 ҫул вылянӑ вӑхӑтра миҫе спектакльте вӑл тӗп роле вылянине шутласа кӑларма та ҫӑмӑл мар. Иккӗмӗшӗнчен, капашсӑр пысӑк мар роле те хӑй хӑвачӗпе вӑл урӑх шая ҫӗклет) пысӑкланни. Кунта вӑрттӑнлӑхӗ ансат. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев калашле, роле Вера Кузьмина ӑспа выляни.

Уяв каҫӗнче саламӗ те, танлаштарӑвӗ те нумай пулчӗ. Тӑхӑр теҫеткере пулин те сцена ҫинче малтанхиллех вылякан, анчах сцена ҫине тухиччен малтанхиллех, тахҫанхиллех хумханакан ҫынна саламлама Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов тата ытти тӳре-шарапа хӑна пырса ҫитрӗ. Вӗсем пӗри тепринчен хитре сӑмах каларӗҫ. Тӑван халӑхшӑн амӑшӗн сӑнарӗ евӗр пулнине, ҫӗршыври наци театрӗсемшӗн пӗлтерӗшлине те, пӗр ӗмӗрхи юбилее пӗрле уявласса шаннине палӑртрӗҫ. Виҫесӗр пултарулӑх пирки калаҫнӑ май Эстонирен килнӗ хӑна аса илнӗ пӗр саманта илсех кӑтартас килет. Вӑл Вера Кузьмина унти ҫӗре Борис Чиндыковӑн пьесипе лартнӑ «Хура чӗкеҫ» монодрамӑпа пулнине каласа кӑтартрӗ. Вӑл спектакле курманнисене пӗлтерем: асӑннӑ спектакльти Хура Чӗкеҫ сӑнарӗ урлӑ хайлав авторӗ тӑван халӑмӑрӑн йывӑр кун-ҫулне уҫса панӑ. Спектакле курма Эстони ҫӗрӗн хӑватлӑ артисчӗсенчен пӗри (шел те, ятне ас туса юлаймарӑм) кӗрсе тухма шантарнӑ-мӗн. Хӑй урӑх ӗҫпе пит васканине кура 10 минутлӑха тенӗ вӑл. Анчах хайхи, 10 минутлӑха тесе кӗнӗ ҫын, спектакль вӗҫлениччен ларнӑ. «Сире чӑвашларан куҫарса памаллаччӗ те ӗнтӗ, ӑнланмарӑр пуль», — тенӗ-мӗн спекталкь хыҫҫӑн унта пурӑнакан хайхи чӑваш Эстони сценин ҫӑлтӑрне. Лешӗ вара Вера Кузьмина пек артист вылянӑ чух спектакле чӗлхе пӗлмесӗр те ӑнланма пулать тесе хуравланӑ.

Уяв каҫӗ пирки нумай каласа кӑтартма пулать. Анчах кирлех-ши? Уява лекеймен ҫыншӑн ун пек юбилейра пулайманни чӑн ҫухату тесе кӑна вӗҫлес-тӗр…

Сӑнсем (33)

#пултарулӑх каҫӗсем, #юбилейсем, #театрсем, #академи драма театрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем