Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Иртнӗ эрнере, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Общество канашӗн йӗркелӳ ларӑвӗ иртнӗ. Унта председатель, председателӗн ҫумне суйлас тата яланхи комиссисен йышне палӑртас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Общество канашӗн ларӑвне пухӑннисем уҫҫӑн сасӑласа председатель пулма Нина Смирновӑна ҫирӗплетнӗ. Ку хӗрарӑм «Радуга» культурӑпа курав центрне ертсе пырать. Унӑн ҫумӗ пулма Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн председателӗн ҫумне Зоя Яковлевӑна шаннӑ.
Общество канашӗнче пурӗ 11 ҫын иккен. Вӗсен йышӗнче Раҫҫейри писательсен союзӗн регионти уйрӑмӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Куликова та пур. Ольга Куликова — хальхи вӑхӑтри паллӑ чӑваш писателӗсенчен пӗри.
